Тутар Республикин тата Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Чӑваш халӑх ӳнер академийӗн пайташӗ Василий Афанасьевич Дедушкин паян пирӗнтен уйрӑлса кайнӑ.
Василий Дедушкин 1933 ҫулхи кӑрлачӑн 14-мӗшӗнче Пӑва районӗнчи Элшел ялӗнче ҫуралнӑ. Аттестат илсен вӑл Ҫӗпрел районӗнчи Шланкӑри шкулта тата Чӑваш Ҫӗпрелӗнчи ача ҫуртӗнче вырӑс чӗлхине вӗрентнӗ. 1955 ҫулта Хусанти медицина училищине вӗренме кайнӑ, ун хыҫҫӑн фельдшерта ӗҫленӗ. Ҫав хушӑра Медицина институтӗнче санитари факультетӗнче вӗреннӗ.
1968–1985 ҫулсенче Василий Афанасьевич тӗрлӗ ҫӗрте тӑрӑшнӑ. Тивӗҫлӗ канӑва тухсан та вӑл Хусанти ҫӑкӑр пӗҫерекен 4-мӗш савутра вӑй хунӑ. Василий Афанасьевич халӑх сӑмахлӑхӗпе, таврапӗлӳпе кӑсӑкланнӑ. 1993 ҫултанпа вӑл Хусанти П.Хусанкай ячӗллӗ Чӑваш наципе культура центрӗн председателӗн ҫумӗ пулнӑ.
Василий Дедушкинпа кӑрлач уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Хусанти Декабристсен урамӗнчи 99-мӗш ҫуртра сывпуллашӗҫ. Пурӑннӑ чухне вӑл вилсен хӑйне Элшел ялӗнче пытарма ыйтнӑ. Унӑн юлашки сӑмахне ҫапла пурнӑлӗҫ те.
Канмалли кунсенче Пӗтӗм Раҫҫейри «Чӑваш пики» конкурс иртнӗ. Вӑл кӑҫалхипе улттӑмӗш хут пулнӑ. Кӑҫал конкурса Ханты-Манси тата Ямал-Ненецк автономи округӗсенчен, Мурманск хулинчен, Самар, Чӗмпӗр, Тӗмен облаҫӗсенчен, Тутар, Пушкӑрт, Крым Республикисенчен килнӗ. Тата, паллах, Чӑваш Ен пикисем пулнӑ.
Хӗрсем пилӗк конкурсра тупӑшнӑ. Малтан хӑйсемпе паллаштарнӑ, унтан ӑс-хакӑл конкурсӗ иртнӗ. Кун хыҫҫӑн пикесем чӑваш апат-ҫимӗҫӗпе, чӑваш тумӗпе паллаштарнӑ, хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнӑ.
Кӑҫал «Чӑваш пики» ята Тутарстанри Ҫӗпрел районӗнчен килнӗ Ксения Романова тивӗҫнӗ. Иккӗмӗш вырӑна та тулай чӑвашӗ йышӑннӑ: Пушкӑртстанри Елена Садыкова. «Чи хӳхӗм пике» номинацире Крым пики Ксения Сергеева мала тухнӑ. Куракансем Канаш районӗнчи Мила Яковлевӑна килӗштернӗ. «Ҫепӗҫ пике» — Элӗк районӗнчи Нелли Львова, «Ӑс пике» — Пушкӑртстан пики Дарья Степанова. Кӑҫал жюри пайташӗсем «Чӑваш Ен тулашӗнчи чи пултаруллӑ пике» номинацире те палӑртма шухӑшланӑ. Унта Чӗмпӗр облаҫӗнчи Ангелина Адамовӑпа Ямал-Ненецк автономи округӗнчи Екатерина Сафронова ҫӗнтернӗ.
Тутарстанри Ҫӗпрел районӗнчи Алешкин Саплӑк чӑваш ялӗнчи шкулта районти семинар иртнӗ. Унта вӗренӳ учрежденийӗсен директорӗсен воспитани енӗпе ӗҫлекен ҫумӗсем, класс ертӳҫисен тата педагог-йӗркелӳҫӗсен шкулти методика пӗрлешӗвӗн ертӳҫисем пуҫтарӑннӑ.
Педагогсем шкулти этнографи музейӗнче те, вӑл сакӑр уйрӑмран тӑрать, пулнӑ. Музей ертӳҫи пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна Петр Максимов истори учителӗ пуҫарнипе йӗркеленӗ. Ку вӑл 1987 ҫулта пулнӑ. Унтанпа музей самай пуянланнӑ. Петр Васильевича сума суса музейра паян ятарлӑ стенд та ӗҫлет.
Семинара пухӑннисене ачасен ӗҫӗсемпе паллаштарнӑ. Уйрӑмах килӗшнисен шутӗнче — «Волшебная бусинка» (чӑв. Асамлӑ шӑрҫа) тата «Веста» кружоксем. Вӗсем иккӗшӗ те ачасен ӑсталӑхне туптама пулӑшаҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн профессионал писательсен пӗрлӗхӗпе Чӑваш телекуравӗ Тутарстанри Ҫӗпрел районӗнчи Упи ялне Валентина Тарават ҫыравҫӑна 70 ҫулхипе чыслама кайса килнине эпир пӗлтернӗччӗ.
РФ культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗпе ҫыхӑннӑ халӗ тата тепӗр ырӑ хыпар. Ун пирки Тутарстанра тухса тӑракан «Сувар» хаҫат пӗлтерет.
«Тӗлӗнмелле хыпар ҫитрӗ редакцине. Августӑн 23-мӗшӗнче Аслӑ Нагаткинра юбилейне паллӑ тӑвакан Валентина Тарават патне хӑнана Ульяновск облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Сергей Морозов тата облаҫри саккун кӑларакан Пухӑвӑн председателӗ Анатолий Бакаев килсе чечек ҫыххисем панӑ. Анатолий Бакаев юбиляра саламланӑ май ӑна ылтӑн сехет парнеленӗ. Пирӗн республикӑри чӑваш ҫыравҫисенчен хӑшӗ ҫакӑн пек хисепе тивӗҫӗ-ши?» — тесе ҫырнӑ статьяра.
Чӑваш Енӗн профессионал писательсен пӗрлӗхӗпе Чӑваш телекуравӗ Валентина Тарават ҫыравҫӑна 70 ҫулхи юбилейпа саламлама ҫитсе килнӗ.
Тутарстанри Ҫӗпрел районӗнчи Упи ялне Валентина Тарават ҫыравҫӑна чыслама кайса килнине Марина Карягина тележурналист Фейсбукри хӑйӗн страницинче ӗнер пӗлтернӗ.
Тӗрлӗ ҫулта Чӗмпӗр тата Амур облаҫӗсенчи больницӑсенче медсестрара тата медпункт заведующийӗнче ӗҫленӗ ҫын халӗ — РФ культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. Ҫапла-ҫапла, культурӑн. Валентина Тарават — чӑвашла тата вырӑсла ҫырнӑ 26 кӗнеке, 100 ытла юрӑ авторӗ. «Аппӑшне саламлама, паллах, шӑллӗ те, Анатолий Музыкантов, хӑй ертсе пыракан «Сӑвар» ташӑ ушкӑнне илсе пынӑ. Унӑн хӗрӗ те, Ирина Музыкантова, таҫтан та пуҫтарӑннӑ зал тулли халӑха темиҫе юррипе савӑнтарчӗ», — тесе ҫырнӑ Марина Карягина.
Ҫӗнӗ Шупашкарта шкул хаҫачӗсен регионсен хушшинчи «Пресса шкулӗ – 2016» пултарулӑх конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Чыслава ЧР информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министрӗ Александр Иванов хутшӑннӑ .
А. Иванов министр «Грани» издательство ҫурчӗн «Школа-пресс» проекчӗ ытти редакцисемшӗн тӗслӗх пулса тӑрать тесе шухӑшланине пӗлтернӗ.
Сӑмах май каласан, шкулсем кӑларса тӑракан хаҫатсен хушшинчи пултарулӑх ӑмӑртӑвӗ кӑҫалхипе вуннӑмӗш хут иртнӗ. Кӑҫалхине федерацин Атӑлҫи округӗнчи 10 регионтан 200 шкул хаҫачӗ тӑратнӑ. «Шкул хаҫачӗсене кӑларса тата конкурса хутшӑнса ачасем шкул саккинченех пулас профессие алла илме хатӗрленеҫҫӗ. Ку питӗ ырӑ тӗслӗх. Вӗсем журналистика тата филологи факультечӗсен студенчӗсем пулӗҫ. Журналистика анинче пӗрремӗш утӑмсене тунӑ ӗнтӗ, — цитатӑлать Александр Иванов сӑмахӗсене «Хыпар» хаҫат.
Конкурс тӳрисен шучӗпе «Хула шкулӗнчи чи лайӑх хаҫата» Шупашкарти 61-мӗш шкулта тата Волгоградри 8-мӗш лицейре кӑлараҫҫӗ. «Ял шкулӗнчи чи лайӑх хаҫат» номинацире Тӑвай шкулӗнчи ҫамрӑк журналистсем ҫӗнтернӗ.
Чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче чӑвашсен паллӑ ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ тата актерӗ Георгий Васильевич Тал-Мӑрса ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитнине уявлама филологи енӗн ӗҫтешӗсем, Чӑваш патшалӑх университечӗн тата Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн доценчӗсемпе студенчӗсем, журналистсем пухӑнчӗҫ.
Ирина Кириллова Г.Тал-Мӑрсан пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен кӗскен аса илтерчӗ, В.Г. Родионов Георгий Васильевичӑн чӑваш литература историйӗнчи вырӑнӗ пирки калаҫрӗ, В.В. Никифорова ҫыравҫӑн драматургири пултарулӑхне тишкерчӗ, Ирина Софронова Г.Тал-Мӑрса поэзийӗнчи тухӑҫ лирикин традицийӗсене шырарӗ, Е.Р. Якимова ӑна чӑваш историллӗ трагедине пуҫарса яраканӗ пек хакларӗ.
Георгий Тал-Марса Тутарстана кӗрекен Ҫӗпрел районӗнчи Пасарлӑ Упи ялӗнче чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Ялти шкулта, Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче (1909–1915), Хусанти Ҫурҫӗр Хӗвел тухӑҫ халӑхӗсен этнографипе археологи институтӗнче (1917–1920) вӗреннӗ. 1918 ҫулта чӑваш театрне пуҫарса яраканӗсенчен пӗри пулнӑ, актер тата режиссер пулса вӑй хунӑ, спектакльсем лартма вырӑсларан чӑвашла 40 ытла пьеса куҫарнӑ, хӑй те драмӑсем ҫырнӑ.
Нумаях пулмасть Тутарстанри Ҫӗпрел районӗ 85 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Юлашки ҫулсенче район Тутарстан танлаштарӑмӗнче кайра пулнӑ. Халӗ вара вӑл рейтингра ҫӳлелле ҫӗкленнӗ.
Район центрӗ самаях улшӑннӑ. Социаллӑ объектсен йышӗ ӳссех пырать. Унта ача пахчисем, культура учрежденийӗсем, суту-илӳ центрӗсем, ытти объектсем уҫӑлаҫҫӗ. Унччен шурлӑхлӑ вырӑн пулнӑ ҫӗрте парксем ешереҫҫӗ. Унта ҫамрӑксем пӗрлешнине паллӑ тӑваҫҫӗ. Тутарсемпе чӑвашсем ҫемье ҫавӑрсан унта уҫӑлма пыраҫҫӗ.
Уява паллӑ тума районтан тухнӑ ҫынсем чылаййӑн пухӑннӑ. Хӑнасем валли ятарласа экскурсисем йӗркеленӗ. Вӗсем паттӑрсен палӑкӗ умне чечек хунӑ хыҫҫӑн районпа паллашнӑ.
Районта нефть те, ҫутҫанталӑк газӗ те кӑлармаҫҫӗ. Вӑл ял хуҫалӑх тытӑмӗпе аталанма тӑрӑшать. Инвесторсене илӗртме тӑрӑшаҫҫӗ вӗсем. Вӗсем валли меллӗ условисем туса панӑ ӗнтӗ.
Ҫапла, районта ҫынсене пурӑнмалли условисем пур. Ҫавӑнпа халӑх уявра тулли кӑмӑлпа савӑннӑ.
Тутарстан Республикинчи Ҫӗпрел районӗнчи ҫӗнӗуписем «Ҫӗр хапхи» йӑла-йӗркене виҫӗ ҫулта пӗрре тунӑ. Хӑш чухне, шӑрӑх пулсан е чир-чӗр сарӑлсан, сиктернӗ. Юлашки хут ӑна, Тимӗр Лашман ҫырнӑ тӑрӑх, 1892 ҫулта ирттернӗ.
«Ҫӗр хапхине» Ҫинҫе хыҫҫӑн, ҫӗртме сухине тухас умӗн ирттернӗ. Вырӑнӗ хӗвелтухӑҫ енче пулнӑ. Йӑлана Турӑран халӑха, выльӑха чир-чӗртен, усалтан сыхлама ыйтса тунӑ.
Ял старости ватӑсемпе канашланӑ, унтан ҫӗр витӗр хӑҫан тухассине халӑха пӗлтернӗ. Ҫав кун килте вутӑ чӗртме юраман. Ирхи 7-8 сехетре кашни килтен пӗрер ҫын «хапха» чавма тухнӑ. Ҫырма хӗрринче вырӑн тупнӑ хыҫҫӑн пурте ӗҫе пикеннӗ. Иртмелли вырӑн тӑрринче пӗр аршӑн хулӑнӑш ҫӗр хӑварнӑ. Ишӗлсе анасран хӑмасемпе ҫирӗплетнӗ.
«Хапха» туса пӗтернӗ тӗле «ҫӗнӗ вут» чӗртме пуҫланӑ. Ун валли икӗ юпа лартнӑ, вӗсен хушшине ҫӳхе кашта урлӑ чикнӗ, «Н» саспалли евӗрех пулса тухнӑ. Юпасене ҫӳлтен вӗренпе ҫирӗплетнӗ. Унтан темиҫе ҫын урлӑ хунӑ каштана кантрапа йӑваласа ҫавӑрттарма пуҫланӑ. Тепӗр темиҫе минутранах ҫӳхе кашта вӗҫӗсем ытла вӑйлӑ хырӑнса хӗрнӗрен ҫунма тытӑннӑ. Ку шӑпах «ҫӗнӗ вут» ӗнтӗ.
Чӑваш наци конгресӗ, Чӑваш Республикин учителӗсен ассоциацийӗн чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсен секцийӗ тата чӑваш ачисемпе ҫамрӑкӗсен «Тантӑш» хаҫачӗ Константин Иванов поэт ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалласа «Ҫӗнӗ ятсем уҫатпӑр» сӑмахлӑхпа ӳкepӳ ӑсталӑхӗн конкурсне ирттернӗ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне 165 ӗҫ килнӗ. Конкурса республикӑри шкул ачисемпе пӗрлех тулай чӑваш ачисем те: Кристина Антонова (Пушкӑрт Республики, Пелепей районӗ, Кивӗ Семенкке шкулӗ), Александра Ярмушова, Таисия Фомина (Тутар Республики, Ҫӗпрел районӗ, Аслӑ Аксу шкулӗ), Светлана Журавлева (Тутар Республики, Пӑва районӗ, Альших шкулӗ), Анна Петрова, Егор Васияров (Тутар Республики, Пӑва районӗ, Раккасси шкулӗ), Кристина Кашина. Елена Прокопьева, Анастасия Данилова, Диана Анисимова (Тутар Республики, Ҫарӑмсан районӗ, Ульяновск шкулӗ), Татьяна Круглова, Виктория Титова (Самар облаҫӗ, Шунтал районӗ, Палантай шкулӗ) хастар хутшӑннӑ.
Чӑваш Республикин халӑх поэчӗ Юрий Сементер ертсе пынипе жюри пайташӗсем: Николай Ишентей поэт, Василий Кервен ҫыравҫӑ, Юлия Анисимовӑпа Геронтий Никифоров учительсем, Николай Балтаевпа Петр Пупин художниксем - «Чи лайӑх сӑвӑ», «Чи лайӑх эссе», «Чи илемлӗ ӳкерчӗк» номинацисене килнӗ ӗҫсене nӑxca тухса хакланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |